Ҫак уйӑхра «Вӑрман пуххи» республикӑри акцин черетлӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӑрманти чӗр тавара пухас, вӑрмана упрас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе ирттернӗ.
Мероприятие йыхравласа шкул лесничествисем тата экологипе биологи пӗрлешӗвӗсем пӗлтерӳсем хатӗрленӗ, ҫӑка вӑррипе йӗкел пуҫтарма чӗннӗ. Пуҫтарнине ачасем вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗсене панӑ.
«Вӑрман пуххи» акции вӑхӑтӗнче пуш уйӑхӗнче ҫӑка вӑррипе 8,2 килограмм, хыр йӗкелӗ 149 килограмм пухнӑ. Ун чухнехи акцие Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Авӑн–юпа уйӑхӗсенче акцие хутшӑннисем юман йӗкелӗ 2299 килограмм пухе, туя вӑрри — 15 килограмм. Хальхинче Куславкка, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенчи ачасемсӗр пуҫне Вӑрнар районӗнчи тата Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулинчисем те пухнӑ.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Юманлӑх» шкул лесничестви (ертӳҫи — Лидия Краснова) ҫӗнтернӗ.
«Раҫҫей аллейи» акцие пӗтӗмлетнӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава нумаййӑн хутшӑннӑ. Чӑваш Ен палли хӑмла пулӗ. Уншӑн 4006 ҫын сасӑланӑ.
Чӑваш Енӗн палли пулассишӗн пилӗк ӳсентӑран хутшӑннӑ: хӑмла, хӑва, ҫӑка, юман тата салтак тӳми. Хӑмлашӑн 36 процент ҫын сасӑланӑ. Юман 34 процент сасӑ пухнӑ. Хӑва — 10%, ҫӑка — 9%, салтак тӳми 9% процент сасӑ пухнӑ.
Ҫапла майпа хӑмлашӑн, юманпа танлаштарсан, 200 ҫын ҫеҫ нумайрах сасӑланӑ. Хӑмла — чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ ӳсентӑран. Вӑл Чӑваш Енӗн, Шупашкарӑн тата Куславкка районӗн гербӗсем ҫинче пур.
Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ.
Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ.
Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Куславккара Атӑл хӗрринче «Ялав» хаҫатӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ.
Уява уҫнӑ ҫӗре Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб район хаҫачӗн тӗп редакторӗ В.Константинов хутшӑннӑ, вӗсем пурне те тупӑшура ӑнӑҫу суннӑ.
Чи малтан старта ветерансем тухнӑ. Унта Тӗрлемес команди мала тухнӑ. Унтан ҫемьесем тупӑшнӑ, унта Дарешинсем ҫӗнтернӗ.
Муниципалитет, организацисем хушшинче Куславкка хула тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. 7–9-мӗш классен хушшинче Куславккари 3-мӗш шкул мала тухнӑ. 10–11-мӗш классен ушкӑнӗнче тӗрлемесссем ҫӗнтернӗ.
Сӑнсем (125)
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никаноров (вӑл «Сувар-2» предприятие тытса тӑрать) Куславкка районӗнчи тӑхӑр ачаллӑ ҫемьене укҫа парса пулӑшнӑ.
Кӗмӗле вӑл Куславкка хула кунне уявлама пынӑ май уйӑрнӑ. Официаллӑ мероприятисем пуҫланиччен депутат Юпсар ялне ҫитсе килнӗ. Унта Маркидановсем нумай ачаллӑ ҫемйипе тӗл пулнӑ. Вӗсене «халӑх тарҫи» 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑхӑр ача амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗсен пилӗк ачине шкула ямалла. Леонид ывӑлӗ пӗрремӗш класа каять, Татьяна хӗрӗ — виҫҫӗмӗшне, Николайпа Константин йӗкӗрешсем — пилӗкмӗшне, Людмила хӗрӗ — вунпӗрмӗшне.
Сӑмах май каласан, нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре 2003 ҫултанпа тӑрать иккен.
Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ.
Куславккари тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ав Геннадий Николаевича халалланӑ буклет евӗр кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна «…Тише смерти и тише тебя…» ят панӑ.
Буклетра Геннадий Айхи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Унта вӑл 1960–1970 ҫулсенчи авангард ӳнерӗн лидерӗ, вырӑс сюрреализмӗн пуҫаруҫи пулнине, чӑваш поэзине тата культурине тӗнчере сарассишӗн нумай тӑрӑшнине асӑннӑ.
Буклета Ева Лисина Геннадий Айхине халалласа ҫырнӑ «Плач по брату» реквием пуянлатать.
Чӑваш Ен сӑнав проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑх техникине газпа чуптармалла.
Республикӑра топливӑн ҫӗнӗ тӗсӗпе халӑха илсе ҫӳрекен 18 автобус усӑ курать. Вӗсенчен кашни 400 пине яхӑн перекетлеме парать-мӗн.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, метан йӳнӗ кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса та. Ҫапах республикӑри транспортӑн 3 проценчӗ кӑна унпа усӑ курать.
Хальлӗхе Чӑваш Енре ҫакнашкал газпа пӗр станци ҫеҫ тивӗҫтерет. Вӑл — Шупашкарта. Тӳре-шара кунашкал станцисене Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче тума палӑртнӑ.
Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла.
«Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ.
Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ.
«Шывшӑн тав тума хушман», — тетчӗҫ аслисем пире, шӑпӑрлансене. Халӗ, ав, шывшӑн ним мар саккун умӗнче явап тыттараҫҫӗ.
Куславкка районӗнче унти «Жилремстрой» общество пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе суда пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Вӑл шыва саккуна пӑсса уҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын шывпа тивӗҫтересси ҫинчен 1 850 килӗшӳ туса 8,7 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ имӗш.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе «Жилремстрой» общество асӑннӑ ҫын ертсе пынипе лицензи ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗр айӗнчен шыв уҫланӑ. Шывпа тивӗҫтересси ҫинчен килӗшӳсем туса ҫак тупрана вӑл вырӑнти организацисене, усламҫӑсене тата халӑха парса тӑнӑ-мӗн. Ун валли вӑл муниципалитетран тара илнӗ шыв скважинисемпе, турулсемпе (башньӑсемпе), ҫӑлкуҫсемпе, шыв колонкисемпе, шыв тата канализаци тетелӗсемпе усӑ курнӑ. Ытти оборудованипе те усӑ курнӑ вӑл.
Куславккари предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑскере услам тума ирӗк ҫук ҫинче ӗҫлесе пысӑк тупӑш курнишӗн айӑплаҫҫӗ.
Куславкка районӗнче культура еткерлӗхӗн 32 объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 1 — федераци, 31-шӗ регион пӗлтерӗшлӗ. 6 ӗскер (объект) Куславкка хулинче вырнаҫнӑ.
ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Куславкка районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Министр культура еткерлӗхӗн хӑш-пӗр ӗскерӗпе тата культурӑпа канӑвӑн тӗп центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Вадим Ефимов Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Солдатихина ертсе пынипе Николай Лобачевский математикӑн ҫуртне (вӑл унта 1848–1856 ҫулсенче ҫулла пурӑннӑ), Жомени барон, Волчков купса ҫурчӗсене ҫитсе курнӑ. Куславкка хула администрацийӗ тӑрӑшнипе хулари культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене хурал зони вырнаҫтарнӑ. Культура объекчӗсене упрассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. 2011–2012 ҫулсенче Жомени баронӑн ҫуртне юсамашкӑн 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вырӑнти хысна пулӑшнипе ҫурта газ кӗртесшӗн. Министр Куславкка хула администрацине ҫак ҫуртӑн «хуҫине» шырама сӗннӗ, унсӑрӑн ӑна туллин сыхласа хӑварма май ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |